__Вӑрнар районӗнчи__ __Мулакасси Мӑрат__ халӑхӗ хӑйӗн вӑйне шанать, ыттисем пулӑшасса кӗтсе лармасть. Кунти пӗве пӗлтӗрех татӑлнӑ-мӗн. Касӑва ҫӳрекен ӗнесене шыв ӗҫтермелли вырӑн пулнӑ иккен вӑл. Ахальтен мар халӑхра ӑна «Кӗтӳ пӗви» теҫҫӗ.
Ҫуллахи шӑрӑхра ҫак пӗве типмех пуҫланӑ. Ку ял халӑхне самай шар кӑтартнӑ. Ялта пуҫаруллӑ ҫынсем пурах ҫав. Вӗсем тӑрӑшнипе ҫак пӗвене кӑҫал картлама шухӑшланӑ. Каланине пурнӑҫланӑ. Халӑх ҫу уйӑхӗнчи кунсенче пахча ӗҫӗсене вӗҫлесен пӗве патне тухнӑ. Никам та ӗҫрен юлман: ачасем те, арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, туя тытнисем те. Ӗҫе ҫӑмӑл алӑллӑ Владислав Петров пуҫӑннӑ. Ӗҫ чӑнах та кал-кал пынӑ. Николай Иванов тракторист ҫырмари пӑрӑха туртса кӑларнӑ. Михаил Иванов тӑм кӳрсе килнӗ. Викентий Павлов та мотоблок хыҫне прицеп кӑкарса тӑм турттарма пикеннӗ. Пӗрисем тӑм тиенӗ, теприсем ӑна пӗве патӗнче йӗркелесе хунӑ. Пурте тӑрӑшса ӗҫленӗ, никам та айккинче пӑхса тӑман.
Халӑх пӗрле ӗҫлесен ӗҫӗ те часах пулать ҫав. Мулакасси Мӑратсем пӗвене тӑватӑ сехет хушшинче пӗвеленӗ те.
Ӗҫе техника та ҫӑмӑллатать ҫав. Ав 76-ри А.Павлов ӗлӗк ҫӗре наҫилккапа йӑтса пӗве пӗвеленине аса илнӗ. Хальхинче те вӑл ҫак ӗҫрен пӑрӑнман. Степановсем, Ивановсем, Павловсем, Григорьевсем, Васьковсем унта ҫемйипех хутшӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |