Кӑҫалхи 4 уйӑхра Элӗк районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем автотранспорт паркне 10 миллион та 580 пин тенкӗлӗх ҫӗнетнӗ тесе пӗлтерет унти «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат. Кивҫен илнӗ укҫапа 3 миллион та 365 пин тенкӗлӗх чухлӗ техника туяннӑ, хӑйсен шучӗпе — 7 миллион та 215 пинлӗх.
«Новый путь» (чӑв. ~~Ҫӗнӗ ҫул~~) ял хуҫалӑх производство кооперативӗ кӑҫал тӗрлӗрен ял хуҫалӑх техникипе хатӗр-хӗтӗр туянма 4 миллион та 642 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. «Алмаз» хуҫалӑх уй-хирӗнче ҫӗнӗ «Беларус-2022.3» трактор «кӗрлеттерсе» ҫӳрет-мӗн, ҫурхи тырӑна ҫӗнӗ сеялкӑпа акнӑ. Вӗсене туянма 2 миллион та 955 пин тенкӗ «тухса кайнӑ».
Э.Лебедев хресчен-фермер хуҫалӑхӗпе «Килӗшӳ» уҫӑ обществӑн машина-трактор паркӗсем «Беларус-82.1», «Авангард» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн автопаркӗ «Беларус-89.2» тракторсемпе ҫӗнелнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |