Кӑҫал ака-сума тумашкӑн ҫанталӑкӗ те лайӑх тӑрать. Ҫумӑрӗ те кирлӗ паллах. Республикӑри районсенче ӗҫ хӗрӳ пырать.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне республикӑра ҫурхи тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗтӗмпе 206,7 гектар акнӑ. Плана илес тӗк ку — 99,1 процент. Плана республикӑри пӗр районта ҫеҫ — __Улатӑр районӗнче__ — тултарман. Унта ҫурхи культурӑсене 86,9 процент ҫеҫ акнӑ.
21 районтан 6-шӗнче плана ытлашшипе тултарнӑ. Ку енӗпе ытларах __Етӗрне районӗ__ палӑрнӑ — 101,1 процент.
«Иккӗмӗш ҫакӑра», ҫӗрулмине, 8 гектар лартнӑ. Ку планланин 62,1 проценчӗ. Ку енӗпе плана тӑватӑ район ҫеҫ тултарнӑ: Улатӑр, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав районӗсем. Етӗрне тата Красноармейски районӗсенче ку ӗҫ начартарах пырать.
Кӑҫал Патӑрьел, Вӑрнар, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар районӗсенче ҫӗрулми ытларах лартма палӑртнӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ҫӗрулми лартас ӗҫе ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑччӗ те…
Муниципалитетсенче 652 гектар пахча ҫимӗҫ, 642 гектар сахӑр кӑшманӗ, 2 422 гектар рапса, 3 098 гектар горчица, 7,4 гектар куккурус, 17 пин гектар — пӗр ҫул ӳсекен, 5,8 пин гектар нумай ҫул ӳсекен курӑк акнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |