Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче __Патӑрьел районӗнчи__ __Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн__ халӑхӗ ҫурхи ӗҫсене вӗҫлесен йӑлана кӗнӗ «Акатуй — Сабантуй» уявне паллӑ тунӑ. __Ыхраҫырми__ тата __Чӑваш Ишекӗ__ ҫыннисем, хӑнасем лапама пухӑннӑ.
Малтанах уява пухӑннисене Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Краснов, Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альфрит Айбетов, Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, тутар ялӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри ассоциацийӗн председателӗ Решит Санзяпов тата ыттисем саламланӑ.
Яланхи пекех ҫак уявра ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ ҫынсене чысланӑ. Ял хуҫалӑх производствин ӗҫченӗсем, ял тӑрӑхӗнчи ытти тытӑмра вӑй хуракансем, хастар ҫынсем Хисеп хутне, Дипломсене, Тав ҫырӑвӗсене, парнесене тивӗҫнӗ.
Вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗ, Ыхраҫырми шкулӗн ташӗ ушкӑнӗ, Хусантан килнӗ артистсем «Акатуй — Сабантуй» уявне пухӑннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Уявра кашниех тӗрлӗ конкурса, вӑййа хутшӑнма, вӑй виҫме пултарнӑ. Кире пуканне йӑтасси, наци тата ирӗклӗ кӗрешӳсем каҫченех пынӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесем панӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=58&type=news&id=2786729|**Сӑнсем**__ (43)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |