Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Шанс» тулли мар яваплӑ общество тата «Шӑмӑршӑ районӗнчи чӗрчун чирӗсемпе кӗрешекен станци» ҫумӗнче ӗне сӑвакан операторсен район конкурсӗ иртнӗ. Унта __Шӑмӑршӑ районӗнчи__ ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекен ӗне сӑвакансем хутшӑннӑ.
Конкурса хутшӑнакансем хӑйсене теорире тӗрӗсленӗ, ӗне сумалли аппарата сӳтсе пуҫтарнӑ, ӗне сунӑ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, «Шанс» тулли мар яваплӑ обществӑн доярки Нина Петровна Харлампьева чи маттурри пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна «Искра» ЯХПКри Алсине Семигуловна Чернова йышӑннӑ, виҫҫӗмӗш «Мир» АХОри Земземие Мукатесевна Тизякова пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Шӑмӑршӑ район администрацийӗн грамотисемпе чысланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |