Ҫакна халӗ йӗрке хуралҫисен уҫӑмлатма тивет. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 45 минутра Шупашкарти йӗрке хуралӗн органне __Алькеш__ поселокӗнче хӗрарӑм виллине тупни пирки пӗлтернӗ.
1962 ҫулта ҫуралнӑскерӗн пуҫӗ тата кӗлеткин ҫӳлти пайӗ 1,5 метр сарлакӑш, 40 сантиметр тарӑнӑш юханшывра пулнӑ. Ку тӗлӗшпе следстви умӗнченхи тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм шывпа чыхӑнса вилнӗ. Вӑл ҫак вырӑнтан 100 метр аяккарах ҫеҫ пурӑннӑ-мӗн. Ахӑртнех, ун чухне килелле утнӑ.
Кӳршисем пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи кун ӑна вӗсем ӳсӗр курнӑ. Хӗрарӑм эрех-сӑрапа айкашнине пӗрре мар асӑрханӑ-мӗн.
Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |