__Шупашкар районӗнчи__ «Бичурин тата хальхи самана» музей икӗ ҫӗршывӑн туслӑхне ҫирӗплетессишӗн самай ӗҫ туса ирттерет. Иртнӗ эрнере унта Китай чӗлхипе культурине вӗрентекен Мускаври центр директорӗ Сунь Сяовэй пулнӑ.
Хӑна чӑваш халӑхӗн культура вӑй-хӑвачӗпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Музейри экскурси вӑхӑтӗнче хӑна чӑвашсемпе китай халӑхӗн пӗрпеклӗхне сахал мар асӑрханӑ-мӗн.
Сунья Мяовэйа кӗтсе илме Шупашкар район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ Зоя Маслова та хутшӑннӑ. Вӑл район пирки каласа кӑтартнӑ. «Бичуринӑн ӑслӑлӑхри паттӑрлӑхӗ» залра хӑна ячӗпе Пекин оперинчи арисене янӑратнӑ. «Тӗлӗнтермӗш Китайри ҫулҫӳрев» клуба ҫӳрекенсем хӑнана китай чӗлхипе кӗтсе илнӗ. Бичурин хӑй вӑхӑтӗнче асӑннӑ чӗлхерен куҫарнӑ сӑвӑсене ҫавсем виҫӗ чӗлхепе вуласа панӑ. Музей ертӳҫи Ирина Удалова Китайпа хӑйсен учрежденийӗн туслӑхне халалланӑ материалпа паллаштарнӑ. «Паха тӗрӗ» хапрӑкӑн пуҫлӑхӗ Наталья Посынкина чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ.
Китай хӑнине Апаш тӑрӑхне те илсе кайнӑ. Ӑна унта вута пуҫ таяс йӗркене туса кӑтартнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |