«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, __Ҫӗрпӳре__ аслӑ ӳсӗмри ҫынсем валли университет уҫӑлнӑ. Кунта ватӑсем тӗрлӗ дисциплинӑна вӗренеҫҫӗ: копмьютертан пуҫласа пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ парасси таранах.
Кунта ҫӳрекенсем психологпа иртекен занятире пӗр-пӗринпе хутшӑнма, пурнӑҫпа киленме вӗренеҫҫӗ. Ку ватӑсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах ҫакна шута илсе Ҫӗрпӳри социаллӑ пулӑшу паракан центрта ҫакнашкал университет уҫнӑ ӗнтӗ. Занятисем — тӳлевсӗр.
Кунта аслӑ ӳсӗмри студентсем компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ, хӑйсен прависем пирки лайӑхрах пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех тренингсем иртеҫҫӗ. Пурте пӗрле музейсене экскурсие ҫӳреҫҫӗ. Ватӑсем патне юристсем, тухтӑрсем килеҫҫӗ.
Чулайӑшӗ скайппа калаҫма хӑнӑхнӑ, ҫавна май нумайӑшӗ компьютер туянма ӗмӗтленет-мӗн. Тӗлӗнмелле те, кунта хӗрарӑмсем ҫеҫ ҫӳреме кӑмӑл тунӑ. Вӗрентекенсем студентсене киле ӗҫ те параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, хӗл валли курӑк пухса типӗтмелле.
Хӗрарӑмсем ытларах ҫыхма тата пӗҫерме вӗрентекен уроксене кӑмӑллаҫҫӗ иккен.
Вӗренӳ пӗр ҫул тӑсӑлать. Унтан студентсене виҫҫӗмӗш ӑру университечӗн лекцийӗсене итленине ӗнентерекен документ параҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |