Раҫҫейӗн Культура министерстви __Улатӑр районӗ|Улатӑр__ тата __Пӑрачкав районӗ|Пӑрачкав__ районӗнчи икӗ объекта юсаса ҫӗнетме укҫа уйӑрма килӗшнӗ. Вӗсене юсаса ҫӗнетесси 11,5 миллион тенке кайса ларать иккен.
Федераци хыснинчен тӗллевлӗ уйӑракан тупраран тӑхӑр миллионне Улатӑрти хӗрарӑмсен мӑнастирне юсама ямалла. Ӑна 1639 ҫултах уҫнӑ иккен. Хальхин ҫуртне 18 ӗмӗрте туса лартнӑ-мӗн.
Мускав шучӗпе юсамалли тепӗр объект — __Пӑрачкаври__ вӗрентекенсен семинарийӗ. Ӑна Илья Ульянов пуҫарнипе 1870 ҫулта уҫнӑ. Маларах, 1833 ҫулта, асӑннӑ ҫуртра Иван Мятлев ятлӑ хӑйӗн юлташӗ патӗнче вырӑс поэчӗ Александр Пушкин чарӑнса тӑнӑ теҫҫӗ. Ун чух вӑл Пугачев пӑлхавӗ пирки материал пухса таврӑннӑ, ҫула май Пӑрачкав урлӑ иртнӗ.
«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат семинарийӗ тавра темиҫе ҫул каялла Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствипе Федераци пурлӑхӗпе хуҫаланакан федераци агентстви хушшинче тавлашу пулнӑ. Агентство Чӑваш Енӗн асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗпе хуҫаланма ирӗк ҫук тенӗ. Ӗҫе Арбитраж суднех ҫитернӗ. Унти тӳре «Раҫҫей Федерацийӗн саккунлӑ интересӗсене пӑсать» тесе Раҫҫей харпӑрлӑхне куҫарма йышӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |