__Шупашкар районӗнчи__ суту-илӳ предприятийӗсем тата уйрӑм усламҫӑсем хӑйсен суту-илӳ точкисенче «фанфурик» сутмасси пирки меморандум йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Экономика министерстви пӗлтернӗ.
Ун пек хута шӑрҫалас шухӑш патне нумаях пулмасть унта иртнӗ ларура пырса тухнӑ. Канашлӑва Шупашкар район пуҫлӑхӗ, вӑл Пенси фончӗн районти управленийӗн пуҫлӑхӗ, Алевтина Исаева ертсе пынӑ. Унта суту-илӳ предприятийӗсен тата аптекӑсен ертӳҫисене пухнӑ.
Ларура спиртлӑ шӗвек сутнин ыйтӑвне те сӳтсе явнӑ. «Фанфурик» текеннисем пирки сӑмах пырать-ха кунта. Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн чӗнӗвне пурнӑҫласа Шупашкар районӗнчи хастарсем те асӑннӑ шӗвеке сутма чарӑнасси пирки меморандум хатӗрлеме сӗннӗ. Усламҫӑсем ку шухӑша ырланӑ пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |