Ҫӑва тухсан унта та кунта кӗпер юсаҫҫӗ, пӗве пӳлеҫҫӗ, ял карти тытаҫҫӗ. __Канаш районӗнчи__ __Атнаш__ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем __Кӗҫӗн Ҫавал__ юханшывӗ урлӑ хывнӑ ҫакӑнса тӑракан каҫӑна юсанӑ. Пӗтӗмпех мар-ха. Пӗр пайне.
Калӑпӑшлӑ ӗҫе пӗччен-иккӗн пурнӑҫлаймастӑн-ҫке. Йыш та кирлӗ, техника та. Атнаш ял тӑрӑхӗ троса туртӑнтарма трактора вырӑнти Киров ячӗллӗ хуҫалӑх уйӑрнине хавасланса пӗлтерет. Ял ҫыннисем те ӗҫрен пӑрӑнман. Кам епле пултарать ҫавӑн пек пулӑшнӑ. Ҫапла вара ваттисен сӑмахӗсенчен пӗрне ылмаштарса пӗччен пӑтӑ ҫиме, йышпа кӗпер юсама аван тесси кӑна юлать.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=63&type=news&id=2789579|**Сӑнсем**__ (20)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |