Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗ — чикӗ сыхлакансен кунӗ. Ӑна пирӗн ҫӗршывра 1918 ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршыв 18 ҫӗршывпа чикӗленет. Уяв ячӗпе __Хӗрлӗ Чутайри__ Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче Чикӗ сыхлакансен кунне паллӑ турӗҫ. Пухӑннисене районти администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, районти прокурор Валерий Шоркин, военкомат представителӗ Владимир Мареев, пирӗн ентеш Забайкальере хӗсметре тӑракан прапорщик Людмила Кандейкина саламларӗҫ.
Районти ветеран-пограничниксем тӑрӑшнипе кунта патшалӑх чиккин символне — чикӗ юпине вырнаҫтарнӑ. Вӑл чӑн юпаран нимӗнпе те уйрӗлса тӑмасть: ӳкерчӗкӗпе те, тӗсӗпе те, виҫипе те. Ҫак асӑну палли тӗрлӗ ҫулсенче хӗсметре тӑнисене, халӗ унта ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакансене пӗрлештерсе тӑрасса шанаҫҫӗ. Чике юпине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Уяв ячӗпе тӗрлӗ сӑвӑ-юрӑ янӑрарӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=69&type=main&id=2789397|**Сӑнсем**__ (43)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |