Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе пырать пулсан та йӗркене пӑсакан ҫав-ҫавах тупӑнать. Кӑҫал экзамена кӗрес умӗн яш-хӗре металл шыракан ятарлӑ хатӗрпе шырама пуҫлани пирки чылай калаҫрӗҫ. Чӑваш Енре пур пӗрех тӑватӑ ача экзамена карас телефонӗ йӑтса кӗме пултарнӑ.
Ку вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ чухне пулнӑ. Тӑватӑ ача карас телефонпа усӑ курнине тупса палӑртнӑ, ҫавна май вӗсен кӑтартӑвне халӗ шута илмӗҫ.
Йӗркене пӑснине видеокамера пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. Кусем __Вӑрмар районӗ|Вӑрмар__, __Елчӗк районӗ|Елчӗк__ районӗсенче тата __Шупашкарта__ пулнӑ. Тӑваттӑшӗнчен иккӗшӗ — шкула кӑҫал пӗтерекенсем, тепӗр иккӗшӗ — пӗлтӗрхисем. Халӗ вӗсем ҫак экзамена ҫитес ҫул ҫеҫ тытӗҫ.
Вырӑс чӗлхипе пӗтӗмпе 6 950 ҫын ППЭ тытнӑ. Пӗтӗмпе 38 пункт ӗҫленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |