Паян __Канаш районӗ__ Акатуя Асхва ялӗн стадионӗнче паллӑ тунӑ. Мероприятие сумлӑ хӑнасем чылаййӑн ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче — ЧР Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ та.
Акатуйра ял хуҫалӑх техникин куравӗ, ял тӑрӑхӗсен хӑна картишӗсем ӗҫленӗ. Кунта алӗҫӗсемпе киленме те май пулнӑ. «Ӑсталӑхпа илемлӗх тӗнчинче» ачасем вылянӑ-сикнӗ, аттракционсемпе ярӑннӑ. «Паха тӗрӗ» фабрикӑн специалистчӗсем ӑсталӑх класӗсем кӑтартнӑ.
Хӑнасене Канашсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Ял хуҫалахӗнче палӑрнӑ ҫынсене парнесемпе чысланӑ. Халӑх гала-концертпа киленнӗ. Сцена ҫине «Канаш ен мерченӗсем» ушкӑн, районти халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем, Самар облаҫӗнчен ҫитнӗ пултарулӑх ушкӑнӗ, чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем тухнӑ.
Спорт ӑмӑртӑвӗсем чылай пулнӑ. Пӗтӗмпе — 15 тӗс. Лаша спорчӗн тупӑшӑвӗ уйрӑмах илӗртнӗ. Кунта 1600 метрлӗ дистанцире хӗрӳ ӑмӑрту пынӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне тиха тата така парнеленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |