__Шупашкар районӗнче__ пурӑнакан Портнова хушаматлӑ хӗрарӑмӑн хӑйӗн ҫул ҫитмен ачишӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, хӗрарӑма тӑван тӗпренчӗкӗ кирлӗ пулман.
Алимент тӳлессинчен пӑрӑнакан хӗрарӑма суд 6 уйӑхлӑха колони-поселение ӑсатмалла тунӑ. Айӑплав ирттермелли вырӑна хӑй тӗллӗн каймалли, унччен Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин республикӑри управленине каймаллине ӑнлантарса ӑсатнӑ.
Хӗрарӑм юрать тесе судран тухнӑ та… айӑплавран пӑрӑнма шут тытнӑ — асӑннӑ управление кайман. Кӗҫех хӗрарӑма шырама тытӑннӑ. Ҫак эрнере ӑна тупнӑ.
Айӑплавран пӑрӑнса ҫӳрекен хӗрарӑма колони-поселение халӗ конвойпах ӑсатнӑ тесе пӗлтерет Шупашкар район прокуратури.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |