Чӑваш Ен спортсменки республика чысне тӗнче шайӗнче тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Анастасия Петрова пуэролифтинг енӗпе тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Балти тинӗсӗ хӗрринчи Родби хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва чылаййӑн хутшӑннӑ: 20 ҫӗршывран 300 ытла спортмен ҫитнӗ. Раҫҫей команди йышлӑн пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — пирӗн ентешӗмӗр Анастасия Петрова.
__Ҫӗнӗ Шупашкарта__ пурӑнакан 29 ҫулти спортсменка Европа чемпионӗсемпе ӑмӑртнӑ. 57 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑл пӗтӗмпе 137,5 килограмм йӑтнӑ. Ҫапла майпа вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Ву Хуи-Чунран (Тайвань) 12,5 килограмм ытларах пухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Польшӑри Ядвига Радванска йышӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |