__Ҫӗмӗрле районӗнчи__ __Мисчӗ__ ялӗнче пурӑнакансене тинех пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтернӗ. Кунта 18 ҫул каялла чукун ҫул ҫинчи пысӑк авари пулнӑ. Ҫавна май экологи те самай шар курнӑ. Кӑҫал Мисчӗре унчченхи шыв тытӑмне юсаса пӗтернӗ.
Кил патнех ҫитекен таса шыв пирки Мисчӗсем малтан ӗмӗтленме ҫеҫ пултарнӑ. Ара, 1996 ҫулта кунта дизель тата фенол турттаракан пуйӑс ҫаврӑнса ӳкнӗ, ҫӗр тата шыв тасамарланнӑ. Анастасия Белова каланӑ тӑрӑх, ун хыҫҫӑн шыв питӗ пахалӑхсӑр пулнӑ, выльӑх-чӗрлӗх те вилнӗ. Ҫӗр, курӑк — йӑлтах сарӑхнӑ.
Авари хыҫҫӑн ҫамрӑксем кунтан тухса кайнӑ. Ҫак ҫулсенче вырӑнти юханшывсене тасатма май килнӗ. Халӗ унта фенолпа нефть продукчӗсем нормӑран нумай мар, ҫавна май Чулхула чукун ҫулӗ уйӑрнӑ укҫана авари хыҫҫӑнхи пӑтӑрмаха пӗтерме ямашкӑн йышӑннӑ. 20 миллион тенкӗпе шыв тытӑмне юсанӑ. Ӗҫе Чулхулари компани тунӑ.
Авариччен Мисчӗре 280 ытла кил пулнӑ, 2 пин ҫын пурӑннӑ. Халӗ кунта 180 ҫын ҫеҫ юлнӑ. Ытларахӑшӗ — ватӑ ҫынсем. Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов каланӑ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче ҫынсем Мисчӗне таврӑнма тытӑннӑ. Тен, ялта таса шыв пулни лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |