Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑвашсем Тӗрӗк халӑхӗсен Пӗтӗм тӗнчери ассамблейин VI Курултайне хутшӑннӑ. Пуху ҫу уйӑхӗн 23–27-мӗшӗсенче Казахстанри Туран хулинче иртнӗ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат мероприятие хутшӑннӑ Тимӗр Акташ журналист пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.

Чӑвашсен ушкӑнне хӑй вӑхӑтӗнче Тольяттинче чӑвашсен наципе автономийӗн ертӳҫи пулнӑ Алексей Глухов ертсе пынӑ иккен. Форума пӗтӗмпе 200-е яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем Азербайджанран, Грузирен, Канадӑран, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Молдавинчен, Таджикистанран, Узбекистанран пухӑннӑ.

Пирӗн Раҫҫее илсен Курултая Пушкӑртсан, Тутарстан, Хакаси, Якути, Кабардино-Балкари, Карачаево-Черкеск, Дагестан республикисенче, Ставрополь енӗнче, Ямало-Ненецк автономи округӗнче пурӑнакан тӗрӗк халӑхӗсем пырса ҫитнӗ. Официаллӑ ӗҫре тӑрӑшакансен ячӗпе пухӑва Азербайджанпа Молдави парламенчӗсен депутачӗсем хутшӑннӑ-мӗн. Сӑмах май, унта пирӗн __Михаил Игнатьев|республикӑн ертӳҫисене__ те чӗннӗ пулать, анчах вӗсем вӑхӑт хӗсӗккине кура каяйман имӗш. __Чӑваш наци конгресӗн__ президенчӗн Николай Угасловӑн та инҫе ҫула ҫывӑхлатма май килмен-мӗн. Кун пирки Илле Иванов журналист «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫата хыпарланӑ.

1993–1997 ҫулсенче Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери ассамблейине Вячеслав Тимофеев чӑваш ертсе пынӑ. Маларах асӑннӑ Илле Иванов ассамблейӑн координаци канашне кӗрет. Анчах вӑл хӑй те Курултая ҫитеймен, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне экстремистла статья ҫырнӑ тесе айӑпланипе килӗшмесӗр Европӑри ҫын прависемпе ӗҫлекен суда ҫӑхав хатӗрлессипе ҫине тӑрать иккен.

__http://fotki.yandex.ru/users/kzilsu1957/album/429474/|**Сӑнсем**__ (44)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй