Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫирӗп режимлӑ 3-мӗш колонирен 29 ҫулти арҫын тарни пирки __/news/5873.html|эпир пӗлтернӗччӗ__. Ӑна ҫын вӗлернӗшӗн тата вӑрланӑшӑн 2010 ҫулта 16 ҫуллӑха хупса хупнӑ.
Ирӗкри сывлӑшпа сывлас килнӗ пуль те, анчах йӗри-тавра шыраҫҫӗ те, нумай тарса ҫӳреймессине такам та ӑнланать-тӗр. Чӑн та, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче, таркӑна __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ юханшыв порчӗн территорийӗнче тытса чарнӑ. Алла лекес килменнипе вӑл йӗрке хуралҫисене чукмарпа та хӑмсарнӑ тесе пӗлтерчӗҫ. Тӗрмерен тарнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче — ирӗкрен хӑтарнӑ вырӑнтан тарнӑшӑн. Саккун куншӑн тӑватӑ ҫул таран хупса хума ирӗк парать.
Ҫирӗп режимлӑ колонирен ҫын тарнӑ фактпа тӗпчевҫӗсем ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех айӑплисене те тупнӑ. Вышка ҫинче тӑнӑ часовой тӗлӗшпе таракан ҫынна курса тӑнӑ ҫӗртех пӑшалпа пеменшӗн тивӗҫе ӳрӗк-сурӑк пурнӑҫланӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн статйипех ӗҫ пуҫарнӑ. Часовоя ӗҫрен те хӑтарнӑ. Колонире тӑрӑшнӑ 6 ҫын ӗҫ вырӑнне ҫухатнӑ. 19 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |