__Шупашкар__ хулинчи __Мускав районӗнче__ вырнаҫнӑ суд приставӗсем патне Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районта вырнаҫнӑ гриль-чӑх сутакан суту-илӳ киоскне хупмалли суд йышӑнӑвӗ ҫитсе выртнӑ.
Киоска хуҫи хӑй тӗллӗн, яваплисенчен саккунпа килӗшӳллӗн ирӗк илмесӗр, вырнаҫтарнӑ имӗш. Суд йышӑнӑвне усламҫӑ кӑмӑлпа куҫарса кайма килӗшмен. Унтан та ытларах — автоприцеп евӗр киоска суд йышӑнӑвӗ хыҫҫӑн тепӗр ҫынна ярӑнтарнӑ.
Суд йышӑнӑвне пурнӑҫламаншӑн усламҫӑ тӗлӗшпе исполнительнӑй ӗҫ пуҫарнӑ та 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна усламҫӑ тӑна кӗнӗ пек пулнӑ — киоска илсе кайнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |