Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн ветеранӗ Зоя Никонорова 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Зоя Сергеевна __Элӗк районӗнчи__ __Мӑн Карачура__ ялӗнче ҫуралнӑ. 1954 ҫулта ӑна Пукане театрӗн труппине илнӗ. Вӑл ЧР тава тивӗҫлӗ артисткин Елизавета Орловӑн ушкӑнӗнче ӗҫленӗ. Вӑл уншӑн вӗрентекен вырӑнӗнче. Зоя Сергеевнӑн пултарулӑхӗ ҫамрӑк чухнех вӑйлӑ пулнӑ, ҫавӑнпах вӑл тӗп сӑнарсене вылянӑ. Чи пӗрремӗш ролӗ — «Песня Сарпике» спектакльти Сарпике. Унтан «Иван — крестьянский сын» спектакльти Дуньӑпа Феона, «Аленушкин концерт» спектакльти Аленушка…
1967 ҫулта Зоя Никонорова хӑйӗн пурнӑҫне телекуравпа ҫыхӑнтарнӑ. Унта та вӑл ачасемпе ӗҫленӗ. Вӑл режиссер, режиссер пулӑшуҫи пулнӑ, ача-пӑча спектаклӗсем лартнӑ. Хӑй те хӑш чухне вылянӑ.
Телекуравра ӗҫленӗ май Зоя Сергеевна Чӑваш радиовӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Вӑл «Шӑнкӑрав» кӑларӑма 18 ҫул ертсе пынӑ. «Асанне юмахӗ» кӑларӑма та ачасене юратса хатӗрленӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Зоя Никонорва тивӗҫлӗ канура пулсан та Пукане театрне таврӑннӑ. Кунта хальхинче педагогра ӗҫленӗ.
Зоя Сергеевна халӗ те Пукане театрне премьерӑсене ҫӳрет. Уншӑн театр сывлӑш пекех.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |