«Хыпар» Издательство ҫурчӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлмелли кун умӗн шӑпарлансене парнепе савӑнтарнӑ. Делегаци __Кӳкеҫри__ тӳрленмелли интернат шкула ҫитнӗ.
Пушӑ алӑпа мар. Уяв умӗн организаци ертӳлӗхӗ ҫак шкулти ачасене кӗнекесемпе журналсем парнелеме шухӑшланӑ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, республикӑри шкулсенче вӗренӳ вӗҫленнӗ кун, «Хыпар» делегацийӗ ҫула тухнӑ.
«Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов тата социаллӑ пурнӑҫпа вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Иванова ачасем умӗнче тухса калаҫнӑ, кӗнеке ҫын пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнни пирки каласа кӑтартнӑ.
Интернат шкул директорӗ Сергей Савкин тата педагогсем кӗтмен парнешӗн савӑнса хӑнасене тав тунӑ. Ҫак кун Кӳкеҫри интернат шкул вулавӑшӗ 300 кӗнекепе пуянланнӑ.
__http://hypar.ru/ru/node/3063|**Сӑнсем**__ (33)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |