Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене планпа палӑртнӑ чухлӗ акнине пӗлтерет. Пӗтӗмпе вара ҫуртрисем 209,5 пин гектар йышӑннӑ. Малтанласа вара 198,4 пин гектар ҫинче акма палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, чӑваш хресченӗ ҫуртрисене планпа пӑхнинчен 0,5 процент нумайрах акнине пӗлтерет. Ҫапах та акса пӗтермен хуҫалӑх та пур-мӗн. Ку вӑл — __Улатӑр районӗ__. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӑл 98,8 процент ҫӗннӗ.
Ҫӗрулмине 10 пин гектар ытларах лартнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин виҫҫӗ-тӑваттӑмӗш пайӗнчен иртнине пӗлтерет. __Хӗрлӗ Чутай районӗ__ унччен шухӑшласа хунинчен 107,6 процент лартнӑ, __Улатӑр районӗ__ — 106,7 процент. Кайра __Красноармейски районӗ__ пырать. Унта маларах асӑннӑ кун тӗлне ҫуррине кӑна ҫитейнӗ. Маларах республикӑн аграри ведомстви «иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне акса пӗтерме шухӑшланине пӗлтернӗччӗ.
Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхсем пахча-ҫимӗҫ, сахӑр кӑшманӗ, кукуруза, пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑксем акаҫҫӗ, хӑмла ҫакаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |