Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче __Йӗпреҫ районӗн__ халӑхӗ ака-суха пӗтнине уявланӑ. Унта ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева та хутшӑннӑ.
Уяв __Йӗпреҫри__ культурӑпа кану паркӗнче иртнӗ. Ял тӑрӑхӗсен наци йӑлипе килӗшӳллӗн капӑрлатнӑ автоколонна делегацийӗ культура центрӗнчен Этнографи музей комплексӗ патнелле ҫул тытнӑ.
ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева Йӗпреҫ районӗн халӑхне уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламланӑ. Унтан Валентина Владимировна Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене панӑ. ЧР ял-хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ирина Кошкина, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тата ытти хисеплӗ ҫынсем тӑрӑшса ӗҫлекен халӑх пирки сахал мар ырӑ сӑмах каланӑ.
Уявра хуҫалӑхсем, механизаторсем, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем, предприятисем, организацисем хушшинче иртнӗ экономика тупӑшӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Чи лайӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем те парнесӗр юлман. Районти чи лайӑх спортсменсене те палӑртнӑ.
Официалла пай хыҫҫӑн сцена ҫинче пысӑк концерт пулнӑ. Спорт мероприятийӗсене чылаййӑн хутшӑннӑ. Уйрӑмах — ирӗклӗ кӗрешӗве тата волейбола. Кунтах ял тӑрӑхӗсен, промышленноҫ тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен тата харпӑр ҫынсен куравӗсемпе хӑтлавӗсем пулнӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=243&type=news&id=2791884|**Сӑнсем**__ (28)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |