Федерацин миграци службин республикӑри тытӑмлӑхӗн ертӳҫи пулнӑ Леонид Дружинин тӗлӗшпе __Шупашкар__ хулин __Ленин район__ сучӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче айӑплав кӑларнӑччӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн, ушкӑнпа пӗрле пулса улталанӑшӑн, сӗтев илнӗшӗн ӑна 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑччӗ. Ҫийӗнчен 438 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, __Шупашкарти__ фирмӑсенчен пӗринчен вӑл Таджикистанран Раҫҫее саккунлӑ мар майпа килнӗ икӗ ҫынна хӑйӗн хушма хуҫалӑхӗнче ӗҫлеттернӗ. Алла алӑ ҫӑвать тенӗшкел, ҫавӑншӑн асӑннӑ фирмӑра саккунлӑ мар мигрантсем ӗҫленине курмӑш пулнӑ. Ӗҫ машинине юрӑхсӑра тухнӑ тесе хут тӑрӑх ҫырса хӑйӗн харпӑрлӑхне куҫарнине те тӗпчевҫӗсем тупса палӑртнӑ.
Ленин район сучӗн айӑплавӗпе килӗшмесӗр Дружинин аппелляци ҫӑхавӗ ҫырса панӑ. Анчах республикӑн Аслӑ сучӗ айӑплава урӑх статьяна куҫарса штраф виҫине ҫичӗ хут ӳстерсе памалла тунӑ. Ҫапла вара унӑн 3 миллион тенкӗ те 66 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Айӑплав вӑхӑтне вара унчченхиллех — 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха — хӑварнӑ тесе пӗлтерт Чӑваш Республикин прокуратури.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |