Халӗ ют чӗлхерен илнӗ сӑмахсем анлӑ сарӑлчӗҫ те, чи малтанах квест тенин пӗлтерӗшне уҫса памалла-тӑр. Компьютер вӑййи ӑнлавпа ҫӳрет-ха вӑл. Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ «Тӑван енӗм — мӑнаҫлӑхӑм манӑн» квест-вӑйӑ ирттерме шут тытнӑ.
Пуҫарӑва вулавӑшра ӗҫлекенсем Культура ҫулталӑкне халалланӑ. Вӑл ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен пуҫланнӑ та уйӑхӑн 19-мӗшӗ таран пырӗ. Ӑна йӗркелекенсем квест-вӑйӑ ачасемпе ҫамрӑксен таврапӗлӳлӗхпе ҫыхӑннӑ пӗлӗвне аталантарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Ку вӑл тӑван тӑрӑха юратма та хавхалантарӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Квест-вӑййа 5–9-мӗш классенче вӗренекен ултӑ ҫынтан тӑракан ушкӑнсене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Ушкӑнӑн капитан та суйлама тивӗ. Ушкӑнсене йӗркелессишӗн вулавӑшра ӗҫлекенсем, педагогсем, ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ. Вӑййа хутшӑнма заявка тӑратмалла. Тупӑшӑва хутшӑнакансен хуравлама тивекен ӗҫсемпе маларах асӑннӑ вулавӑшӑн «Тӑван енӗм — мӑнаҫлӑхӑм манӑн» республикӑри квест-вӑйӑ» __http://www.chuvrdub.ru/2014/ban_kray_02062014.html|страницинче__ паллашма пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |