Шупашкарта «Шупашкар – Чӑваш Енӗн хӑнасене хапӑл тӗп хули» ятпа наци кухнин фестивалӗ иртет.
Ӑна йӗркелекенни — __Шупашкар__ хула администрацийӗн потребитель пасарне тата усламҫӑлӑха аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ. Ӑна Кулинарсен ассоциацийӗ те (ҫапла, ун пекки те пур-мӗн) ырласа йышӑннӑ-мӗн.
Фестивалӗн тӗллевӗн шутӗнче чӑваш наци апат-ҫимӗҫне чӗртсе тӑратасси, упраса хӑварасси, аталантарасси тенӗ. Кунсӑр пуҫне наци тӗпелӗллӗ обществӑлла апатлану предприятийӗсене пулӑшасси, вӗсене ятне сарасси тата ҫавсене аталанма май туса парасси те иккен.
Номинацисем хушшинче ҫакӑн йышшисем пур: чи лайӑх яшка, иккӗмӗш блюдо, пулӑран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ, чи лайӑх наци кукӑлӗ, чи лайӑх десерт, наци кулинарийӗнчи инноваци, наци ноу-хаувӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене ҫӗртмен 10-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Фестивалӗ ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче, ун чух Раҫҫей кунне уявлатпӑр, иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Республика кунӗнче чыслӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |