Чӑваш наци музейӗ __Сӗнтӗрвӑрри районӗнче__ «Музей туризмӗ, музейсемпе территорисен туризм хӑватне усӑ курасси» ятпа семинар ирттернӗ. Мероприятие республикӑри 17 районтан 53 ӗҫчен хутшӑннӑ.
Музейҫӑсене __Сӗнтӗрвӑрри__ Арбатӗнче «Новинский починок» ансамбль тата районти таврапӗлӳ музейӗ кӗтсе илнӗ. Унтан асӑнӑн музейпа паллаштарнӑ.
Семинара Наци музейӗн ерсте пыракан методисчӗ Татьяна Орлова уҫнӑ. «Музей ҫынсене илӗртекен вырӑн пулмалла», — тенӗ вӑл. Апла тӑк кашни музейӗн хӑйӗн тӗшши пулмалла. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн культура тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Эльвира Упракина Чӑваш Ене илсен туризма аталантарассипе ҫур утӑм маларах пыраҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен. Труизма аталантарассипе ведомствӑсем хушшинче йӗркеленӗ канаш та (ӑна нумаях пулмасть йӗркеленӗ) Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пухӑннӑран та ҫапла мӑнаҫланать иккен Сӗнтӗрвӑрри тӳри. Тепӗр енчен, маларах асӑннӑ краведени музейӗ «Пӗчӗк хуласемпе ялсен культура мозаики» Раҫҫейри проектсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Туризма аталантармалли пирки семинара хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов та палӑртнӑ. Белоруҫ республикинче нумаях пулмасть вӑл пулнӑ та, унта агротуризма епле аталантарнинчен тӗлӗнсе килнӗ. Паян пирӗн республика та туризма аталантарассипе ҫине тӑрать-мӗн.
Пӑрачкав, Тӑвай, Йӗпреҫ тата ытти хӑш-пӗр районти музейҫӑсем хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |