ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер, ҫӗртмен 2-мӗшӗнче, __Улатӑрти__ психоневрологи интернатӗнчен 42 ҫулти пациент тарнӑ. Интернат ӗҫченӗсем пациента хӑйсем тӗллӗн шыраса пӑхнӑ — усӑсӑр.
Ҫапла полицейскисенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Таркӑна шырамашкӑн оперативлӑ ушкӑн йӗркеленӗ. Ҫак ушкӑн тата медицина ӗҫченӗсем пациента ҫынсем «Улатӑр – Канаш» автоҫул ҫывӑхӗнче, __Атрать__ ялӗ патӗнче, курнине палӑртнӑ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, арҫын машинӑсене асӑрхасан вӑрмана кӗрсе тарнӑ. Шырав ушкӑнӗ ҫийӗнчех вырӑна кайнӑ.
Полицейскисем ятарласа вӗрентнӗ шырав йыттипе вӑрмана тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Таркӑна темиҫе сехетрен тупнӑ.
Халӗ 42 ҫулти арҫынна каялла интерната илсе кайнӑ, ӑна медицина ӗҫченӗсем пӑхсах тӑраҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |