Нумаях пулмасть «Профессири чи лайӑххи» республика конкурсӗнчи «Чи лайӑх фельдшер» номинацире васкавлӑ медпулӑшӑвӑн чи лайӑх бригадине палӑртнӑ. Унта васкавлӑ медпулӑшӑвӑн вӑтам медицина пӗлӗвӗ илнӗ специалистсем хутшӑннӑ.
Конкурс комиссийӗн членӗсен йышӗнче ЧР Сывлӑх министерствин, катастрофа медицина центрӗн, ЧР вӑтам медицина ӗҫченӗсен ассоциацийӗн ӗҫченӗсем кӗнӗ.
Конкурс пилӗк тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗ медицина организацийӗсенче иртнӗ. Пурте хӑйсене тӗрлӗ конкурсра тӗрӗсленӗ: теори пӗлӗвӗ, фармакотерапи, васкавлӑ терапи тата реанимаци… Юлашкинчен диагноз палӑрма пултарассине, медицина пулӑшӑвӗ парассине, чӗрепе ӳпке реанимацине тӑвассине тӗрӗсленӗ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чи лайӑх бригада ятне __Шупашкарти__ __Калинин районӗнчи__ васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗ тивӗҫнӗ. Чи лайӑх фельдшер ятне Шупашкарти Калинин районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ Павел Коршунов илнӗ. Конкурсҫӑсене Хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |