__Патӑрьел районӗнчи__ Еншик ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентешӗсене асӑнса часавай ҫӗкленӗ. Ялта тепӗр часавай та пур-ха. Унпа тӗрлӗ халап ҫыхӑннӑ. Мӗнлисем?
Пысӑках марскер пӗр ӗмер кӑна лармасть-мӗн. Кунти халӑх каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тахҫан, патша вӑхӑтӗнче, ялти пӗр каччӑна ҫара илсе кайнӑ. Ун чухне 25 ҫул ҫак тивӗҫе пурнӑҫламалла пулнӑ. Еншикре ҫуралса ӳснӗ Николай Кляжев каланӑ тӑрӑх, каччӑ салтака каяс умӗн ҫав вырӑнта юман юпа лартнӑ. «Эпӗ таврӑниччен ҫак юпа ӳкрӗ тӗк эпӗ килессе ан кӗтӗр», — тенӗ вӑл имӗш. 25 ҫул иртнӗ. Каччӑ киле чиперех таврӑннӑ, юпа ҫаплипех ларнӑ-ха. Хайхискер юпа вырӑнне часавай тума шухӑшланӑ.
Ҫавӑнтанпа каччӑсем салтака каяс умӗн кунта килсе тимӗр укҫа пӑрахса хӑвараҫҫӗ. Часавайпа ҫумӑн ҫӑл чавнӑ. Вӑл шӑрӑх ҫанталӑкра та типмест-мӗн.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ял хӑйӗн чылай ывӑлне ҫухатнӑ. Вӗсене асӑнса ҫӗнӗ часавай тума тӗллевленнӗ. Унта — фронтран таврӑнманнисен ячӗсем. Ҫапӑҫу хирӗнче, тылра пуҫ хунисен ячӗсем — уйрӑм.
Ҫак часавая Еншикре ҫуралнӑ пӗр ҫын пуҫарӑвӗпе тума шухӑшланӑ. Халӑх ҫакна ырланӑ ҫеҫ. Спонсорсем те тупӑннӑ. Часавай вырӑнне ахальтен суйламан, ҫывӑхрах — вӑрҫӑра вилнисене халалланӑ мемориал.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |