Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен тӗп уява — __Республика кунне__ — паллӑ тӑвӗ. Ӑна 1995 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ 75 ҫул тултарнине халалласа уявлама тытӑннӑ.
Йӑлапа килӗшӳллӗн Республика кунӗ умӗн районсенче Акатуйсемпе Сабантуйсем иртеҫҫӗ. Ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче хула-районсенче спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура акцийӗсем, фестивальсем, концертсем иртеҫҫӗ.
Кӑҫал та яланхи пекех «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ тата «Руҫ ӑстисем» алӗҫ ӑстисен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗ иртӗ.
Ҫулсерен муниципалитетсен хушшинче Республика кунне уявламашкӑн ирӗк ҫӗнсе илессишӗн конкурс иртет. Ҫӗнтернӗ тӑрӑхра Шупашкарпа танах мероприятисем иртеҫҫӗ. Кӑҫал ав уяв __Комсомольски районӗнче__ пулӗ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси те паллӑ. Хальхинче конкурсра __Канаш районӗ__ ҫӗнтернӗ. Эппин, 2015 ҫулта уяв Шупашкарта тата Канаш районӗнче иртӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |