Удмурт Республики Чӑваш Енрен тӗслӗх илнӗ. Вӗсем икӗ чӗлхеллӗ предприятсем валли ҫыпӑҫтаркӑч кӑларма тытӑннӑ.
«Вераськиськом удмурт кылын» (чӑв. ~~«Удмуртла калаҫатпӑр»~~) ятлӑскере «Удмуртлык» общество тата ҫамрӑксен «Шунды» организацийӗ пуҫарнӑ. Хастарсем удмуртла калаҫакан ҫынсем ӗҫлекен организацисене ҫакнашкал наклейкӑсене, паллӑсене саккас пама сӗнеҫҫӗ. Ку предприятире удмурт чӗлхипе те пулӑшу илме май пуррине кӑтартать-мӗн. Кун пирки финн-угор пӗлтерӳ службин социаллӑ сетӗнче пӗлтернӗ.
Малашне йӗркелӳҫӗсем удмурт чӗлхипе пулӑшу илме май пур вырӑнсен (организацисен) карттине тӑвасшӑн. Вӗсен шухӑшӗпе, Ижевскри предприятисенче удмурт чӗлхипе усӑ курни чӗлхене аталанма май парать.
Кунсӑр пуҫне «Удмурт кылэз уже кутэны дась» (чӑв. ~~«Удмурт чӗлхипе усӑ курнине ырлатпӑр»~~) тесе ҫырнӑ стикерсем сарӑлӗҫ. Вӗсене удмурт чӗлхипе калаҫман ҫынсем ӗҫлекен организацисене сӗнӗҫ.
Малашне удмурт чӗлхипе калаҫассине аталантарнӑ учрежденисем валли преми пама йышӑнасшӑн.
Ҫак пуҫарӑва йӗркелеме акан 24-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхипе пуҫарнӑ ҫакнашкал акци хӗтӗртнӗ-мӗн. Унпа килӗшӳллӗн предприятисене «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» тесе ҫырма сӗннӗ. Акцие «Ирӗклӗх» пӗрлӗх йӗркелет, хальхи вӑхӑта вӗсен ҫыпӑҫтаркӑчне 100 ытла вырӑнта ҫыпӑҫтарма килӗшнӗ (хуҫасем килӗшнипе кӑна ҫыпӑҫтараҫҫӗ).
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |