Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ Монакори чӗре хирургийӗн центр ертӳҫипе Винсент Дорпа тӗл пулнӑ. Франци тухтӑрӗ — «Дор процедури» текен тӗлӗнмелле меслетӗн авторӗ иккен. Унпа республика Элтеперӗ Чӑваш Енри кардиохирурги ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Тӗлпулӑва ҫавӑн пекех республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова, республикӑри кардиодиспансерӑн тӗп врачӗ Татьяна Мизуров, асӑннӑ учрежденире тӗп врачӑн хирурги енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Вадим Бабокин тата ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп кардиохирургӗ Владислав Кашин хутшӑннӑ.
Винсент Дор тухтӑр шучӗпе 40–60 койкӑллӑ пысӑках мар медицина центрӗсем уҫсан аван. Вӗсенче, паллах, пысӑк технологиллӗ хатӗр-хӗтӗр тата ӑслӑ-тӑнлӑ та пултаруллӑ ӑстасем пулмалла. Ун пек центрта ҫулталӑкра 2,5 пине яхӑн катретизаци тата чӗре операцийӗсене 800 таран ирттерме май пур иккен. Вӗсене уҫасси укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен те перекетлӗ-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |