Паян __Шупашкар районӗнче__ ялти спорт вӑййисен республикӑри 12-мӗш ӑмӑртӑвӗ уҫӑлнӑ. Ҫак вӑхӑтра спортӑн тӗрлӗ енпе чи вӑйлисене палӑртӗҫ.
Ӑмӑртӑва официаллӑ майпа __Кӳкеҫри__ «Улӑп» стадионта уҫнӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ — хысна, укҫа-тенкӗ тата налук енӗпе ӗҫлекен комитет пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, республикӑн спорт министрӗн ҫумӗ Алексей Яковлев, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров.
Республикӑри «Тухӑҫ» спорт обществин ялавне хӑпартма полиатлон Раҫҫейӗн енӗпе спорт маҫтӑрне, ялти спорт вӑййисенче пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ, __Вӑрнар районӗнче__ ҫуралнӑ Галина Павловӑна, вӗрен туртассипе ӑста __Канаш район__ ҫыннине Александр Сергеева тата __Шупашкар районӗнче__ ҫуралнӑ, ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫейре сахал мар ҫӗнтернӗ, Европа шайӗнчи кросс-ӑмӑртура кӗмӗл медале тивӗҫнӗ Александр Новикова шаннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |