__Шупашкарта__ турккӑ ӑсчахӗсен Эмине Йылмазӑн тата Фейзи Эрсоян __чӑваш чӗлхипе__ культурине халалланӑ кӗнекисене хӑтлама палӑртнӑ. Мероприятие ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче 15 сехетре ирттерме шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Эмине Йылмаз (качча кайнӑ хыҫҫӑн унӑн хушамачӗ Джейлан пулса тӑнӑ) — паллӑ турккӑ тӗпчевҫи. Доктор кандидатне вӑл чӑваш чӗлхин историлле фонетики темӑпа хӳтӗленӗ. Хӑтлава унӑн «Ҫuvaşҫa Ҫok Zamanlı Ses Bilgisi» (чӑв. ~~Чӑваш чӗлхин историлле фонетики~~) тата «Ҫuvaşҫa Ҫok Zamanlı Morfoloji» (чӑв. ~~Чӑваш чӗлхин историлле морфологийӗ~~) кӗнекисене кӑларӗҫ. Унӑн «Ҫuvaş Atasözleri ve Deyimleri» (чӑв. ~~Чӑвашсен ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсем~~) чӑваш сӑмахлӑхӗпе те паллашма май килӗ. Турцире ун пек кӗнекене пуҫласа кун ҫути кӑтартнӑ иккен. Йылмаз турккӑлла __Константин Ивановӑн__ вилӗмсӗр «Нарспине» те куҫарнӑ. Хӑтлава пыракансем унпа та паллашайӗҫ.
Фейзи Эрсоя «Турккӑпа монголсен чӗлхе ҫыхӑнӑвӗсем тата чӑваш чӗлхи» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Ӗҫе вӑл икӗ ҫул каялла уйрӑм кӗнекен кун ҫути кӑтартнӑ. 2010 ҫулта турккӑла пичетленнӗ чӑваш чӗлхин грамматикипе те, Улӑп-паттӑрсем ҫинчен каласа кӑтартаканнипе те паллашма май туса парӗҫ.
Хӑтлава камсем хутшӑнассине те палӑртса хунӑ. Йыша Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, Николай Егоров, Геннадий Дегтярев тата Виталий Сергеев чӗлхеҫӗсем, ҫавӑн пекех __Чӑваш наци конгресӗн__ президенчӗ Николай Угаслов, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов тата Наци вулавӑшӗн ертӳҫи Светлана Старикова кӗнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |