__Шупашкар__ хулинче пурӑнакан пӗр арҫыннӑн ҫул ҫитмен икӗ ачишӗн тупӑшӑн пӗрре-тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ уйӑхсерен укҫа куҫарса пымалла пулнӑ. Мӗншӗн пӗрре-тӑваттӑмӗш пайӗ пирки хальхинче пуҫ ватмӑпӑр-ха (ара, ик ачашӑн, шучӗпе, тупӑшӑн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ тӳлемелле-ҫке-ха. Тен, тепре ҫемье ҫавӑрса унта та ача-пӑчаллӑ пулма ӗлкӗрнӗ-тӗр хайхи этем. Е, чим-ха, тен, икӗ хӗрарӑма алимент тӳлемелле пулнӑран-ши?..)
Алиментне вара ашшӗн йӑпӑр-япӑр кӑларса хурас килмен — ӗҫӗ суд приставӗсем патнех ҫитнӗ. Вӑхӑтра тӳлемесен РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарса е ӗҫлесе юсанмалла, е хупса хумалла тӑвасси пирки асӑрхаттарнӑ.
Арҫын ӑнланнӑҫи пулнӑ — укҫа хӗсӗккипе кӑна парӑмпа татӑлса пырайман тесе ӗнентернӗ. Ӳлӗмрен кашни уйӑхӑн 10-мӗшӗ тӗлне алимент тӳлесе тӑма шантарнӑ. Анчах... пӗр хӑлхаран кӗрет тепринчен тухса каять теҫҫӗ-и-ха ун йышшисем пирки? Такси водителӗнче ӗҫлекенскер кӗҫех 110 пин тенкӗ парӑм пухса та янӑ. Анчах алимент шыракан амӑшӗсенчен пӗри приставсене ачан ашшӗ Таиланда канма кайма (тепӗр ҫынтан нимӗн те пытараймӑн) кайма пуҫтарӑнни пирки систернӗ. Ҫакна илтсен суд приставӗсем ӑна чикӗ леш енне кайма чармалла тунӑ. Арҫыннӑн канас килни вӑйлӑрах пулнӑ-тӑр: ик ачин амӑшне те парӑма тӳлесе татнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |