Ҫак кунсенче Мускаври «Манеж» тӗп курав залӗнче Пӗтӗм тӗнчери «Интермузей-2014» фестиваль иртет. Фестивале __Чӑваш наци музейӗн__ ертӳҫи Ирина Меньшикова хутшӑннӑ.
1999 ҫултанпа йӗркелекен фестивале Раҫҫейре кӑҫал иртекен Культура ҫулталӑкӗнчи пӗлтерӗшлӗ мероприятисенчен пӗри тесе хаклать республкиӑн Культура министерстви.
Фестивале ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев та пысӑка хурса хакланӑ-мӗн. Унта музейри технологисен ҫитӗнӗвӗ пирки калаҫма пулать тенӗ Медведев. Ҫӗршывӑн премьер-министрӗ фестивале уҫма хутшӑннӑ.
Чӑваш наци музейӗ фестивале хӑйӗн тата хӑйӗн филиалӗсем, вӗсен экспозицийӗсем пирки каласа кӑтартакан стенд илсе кайнӑ. Ҫав шутра Шупашкарӑн ӗлӗкхи урамӗсемпе «курса ҫӳреме» май туса панӑ. Анчах чӑннипех мар — 3D форматлӑ фильм кӑтартса.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2796542|**Сӑнсем**__ (4)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |