__Патӑрьел районӗнчи__ __Сӑкӑт__ шкулӗн 1–4-мӗш класӗсенчен вӗренсе тухнӑ хӗрачасемпе арҫын ачасем каникулӑн малтанхи уйӑхне шкул ҫумӗнче уҫӑлнӑ «Хӗвелпи» лагере ҫӳреме пикеннӗ. Унта вӗсем ирхи 8 сехет ҫурӑ тӗлне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Малтанах ачасем линейкӑна тӑраҫҫӗ, унтан ирхи хусканусем тӑваҫҫӗ.
Ирхи апат хыҫҫӑн тӗрлӗ конкурс, вӑйӑ, ӑмӑрту иртет. Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн юрӑ-ташӑ, клуб сехечӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Ачасемпе пӗрлех вожатӑйсем (вӗсем — 7, 8-мӗш класра вӗренекен хӗрачасем), воспитательсем (кусем — шкулта вӗрентекенсем) кунӗпех пӗрле. Пурте вӗсем вӑхӑт кӑсӑклӑ, сисӗнмесӗр ирттӗр, лагерь кунӗсем асра юлччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ тесе ӗнентерет Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ял тӑрӑхӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=58&type=news&id=2794971|**Сӑнсем**__ (20)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |