__Шупашкарти__ аэропортра ӗҫлекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, ҫуллахи вӑхӑтра Сургутран Чӑваш Енӗн тӗп хулине вӗҫсе килекенсем йышланаҫҫӗ. Отпуск вӑхӑчӗ те, килен-каян пурах ҫав ӗнтӗ. Ҫавӑнпа кӑҫал та «Сургут–Шупашкар–Сургут» маршрутпа самолетсем ҫӳретеҫҫӗ. Республикӑн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер пӗрремӗш пассажирсем вӗҫсе килнӗ. Пурӗ 54 ҫын.
Асӑннӑ маршрутпа самолетсем кашни эрнере, кӗҫнерникунсерен, хутлӗҫ. Ҫула 50 ҫын вырнаҫакан «Bombardier CRJ-200» маркӑллӑ самолетсене кӑларнӑ. Билет хакӗ — 10 пин те 700 тенкӗ. Сургутран самолет унти 10 сехетре тухать, пирӗн пата Мускав вӑхӑчӗпе 10 сехет те 40 минутра ҫитет. Шупашкартан 16 сехетре хускалать те Сургута унти вӑхӑтпа 20 сехет те 50 минутра ҫитет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |