__Вӑрнар районӗнчи__ __Кольцовка__ шкулӗнчи спортзал валли душ кабинисем лартса хума пулать-ши тесе ыйтнӑ асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Н.Н. Иванова.
Анчах кӑҫал ниепле те май килмӗ. Мӗншӗн тесен ҫулталӑклӑх хыснана унчченхи ҫул вӗҫленичченех йышӑнаҫҫӗ-ҫке. Кӑҫалхине вӑрнарсем иртнӗ ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ. Унта вара кун пек статьяна пӑхса хӑварман. «Пӑхса хӑварман тӑкаксем валли укҫа уйӑрма хальхи вӑхӑтра май ҫук», — хуравланӑ Вӑрнар район администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Н.Н. Иванов. «Учреждени ытти тӑкака перекетлесен кӑна душ кабини лартма май килӗ», — хушса хунӑ вӑл.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |