Нумаях пулмасть чӑваш парламенчӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗсене упраса хӑварассипе республикӑра епле ӗҫсем ирттернине тишкернӗ. Унта депутатсемсӗр пуҫне тӗрлӗ шайри тӳре-шара та пулнӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ тӑрӑх, культура эткерлӗхӗ тесе хаклакан 702 объекта шута илнӗ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ, 440-шӗ, республика пӗлтерӗшлӗ, федераци пӗлтерӗшлисем — 221. Хальтерех палӑртнисем те пур. Ун йышшисем — 41. Пысӑк пайӗ, 217-шӗ, — уйрӑм ҫын е пӗр-пӗр предприяти харпӑрлӑхӗнче. Кунсӑр пуҫне хуҫасӑрррисем те пур иккен.
Культура эткерлӗхне Раҫҫей халӑхӗсен историпе культура палӑкӗсен реестрӗнче шута илтерме тытӑннӑ-ха. Ун чух 17 объект пирки документсем тӑратнӑ. Кунсӑр пуҫне миҫе обьект тӗлӗшпе паспорт илни, экспертиза витӗр миҫӗшне кӑларни тата ытти пирки те культура министрӗ чарӑнса тӑнӑ.
Цифрӑсем чӗлхинчен куҫсан, паянхи тӗп тӗллев — истори сӑн-сӑпатне ҫухатнӑ культура эткерлӗхӗн палӑкӗсене ҫӗнетесси. Кунта тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларассипе ҫине тӑнӑ Илья Ульяновпа Иван Яковлев палӑкӗсем пирки те сӑмах пырать. Историпе культура палӑкӗсем ҫине информацие палӑртса ҫырса хурасси те кӗрет. «Археологи палӑкӗсем уйрӑмах тимлӗх кӗтеҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ ЧР Культура министерствин сайтӗнче.
Парламент итлевне хутшӑннисем асӑннӑ сферӑра саккунсене йӗркене кӗртмелли пирки те калаҫнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |