Кун пирки Атӑлҫи федераци округӗнче транспорта газ моторӗсем ҫине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ чух палӑртнӑ. Тӗрӗссипе, ыйтӑвӗ чӑннипех те ҫивӗч. Кун пирки, астӑвасса, Чӑвашавтотранспортӑн унчченхи ертӳҫи Олег Князькин чӑваш парламенчӗн комитечӗсенчен пӗрин ларӑвӗнче хускатнӑччӗ.
Хальхи калаҫу пирки каласан, канашлу эрнекун Чулхулара иртнӗ. Атӑлҫи федераци округӗсенче пурӗ те 52 газ заправки кӑна иккен. Ку вӑл кирлин ҫурри кӑна. Газ моторӗллӗ техникӑна тата туянсан заправкӑсем ҫитмесси каламасӑрах паллӑ. Газпа ӗҫлекен техникӑна пӑхса-юсаса тӑракан центрсене те алӑри пӳрнепе шутласа кӑларӑн. Ку ыйтӑва та, сӑмах май, маларах асӑннӑ комитет ларӑвӗнче хускатнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, республикӑна пӗр-ик ҫул каяллаччӗ пулас газ моторӗллӗ автобуссем килнӗччӗ. Темӑран кӑшт пӑрӑнсан, вӗсене тӗрлӗрен хакланине илтме тивет-ха. Теприсен шучӗпе ытти автобусран самай хаклӑ ҫав транспорта туянни «кӗмӗле» ҫилпе вӗҫтерни кӑна. Анчах ӑна илме федераци хыснинчен те субсидиленине палӑртмалла.
Малашлӑх пирки калас тӑк, Раҫҫейре 2020 ҫул тӗлне пысӑк хуласенче (кунта миллион ҫынтан ытла халӑх пурӑнаканнисене кӗртеҫҫӗ) общество транспорчӗн тата муниципалитетсен техникине ҫуррине яхӑн газ моторӗпе ӗҫлекенни ҫине куҫармалла. 300 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче ку цифра 30 процентпа танлашӗ, 100 пинтен сахаллисенче — 10 процента яхӑн.
Хальхи вӑхӑтра Атӑлҫи федераци округӗнче кӑна ҫавӑн йышшине 750 транспорт туянма палӑртнӑ. Ҫулталӑк вӗҫне ҫак цифра 2,5 пине ҫывхармалла.
Газ моторӗллине илнишӗн тӑкакӑн 30-а яхӑн процентне субсидилессине федераци хысни хӑй ҫине илет. Укҫана кӑҫалхи кӗркунне куҫарса пама шантараҫҫӗ. Субсидиленӗ чух газ моторӗллӗ техника инфраструктури пур регионсене мала хурассине систереҫҫӗ.
Сӑмах май, газ моторӗллӗ транспорт валли инфраструктура тума Чӑваш Ен Раҫҫейре пилотлӑ регионсен шутне кӗнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |