Вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ чух йӗркене пӑсакансем пуррине кабинетсенче лартса хунӑ камерӑсем асӑрхани, айӑпа кӗнӗ ачасене экзамена ҫитес ҫул кӑна тытмалла тунӑ.
Аса илтеретпӗр, вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ чух 4 ача йӗркене пӑсни куҫ тӗлне пулнӑ, физикӑпа иккӗн лекнӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн Вӗренӳ министерстви шкулсемпе видеоконференци ирттерни пирки те хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ каларӗ. «Экзамена карас телефонӗпе ан кӗрӗр», — хытах асӑрхаттарнӑ имӗш ун вӑхӑтӗнче.
Ҫав конференцире ларнӑ пӗр паллаканӑм мероприяти хыҫҫӑн класс ертӳҫи шпаргалкӑсем ҫырма та, телефонпа та усӑ курма хушнине, анчах вӗсене туалета кайсан пӑхма сӗннине пӗлтерчӗ. «Ырӑ» сӗнӗве вӑл тӳре-шара илтмен чух панӑ-ха ӗнтӗ.
Математикӑпа патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ чух, ав, тепӗр икӗ ача ҫакланнӑ. Вӗсем шпаргалкӑпа тата карас телефонӗпе усӑ курнӑ. Вӗсенчен пӗри — __Йӗпреҫ районӗнчен__ иккен, тепри — __Патӑрьелтен.__ Тем каламалла ӗнтӗ вӗсем пирки: те чееленме ӑсӗ ҫитмен тесе хакламалла, те маларах йӗркеллӗ вӗренсе пымалла пулнӑ темелле-ши?
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |