__Елчӗк районӗнчи__ __Ҫӗнӗ Эйпеҫ__ ялӗ 150 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ватӑсем каланӑ тӑрӑх, ял __Кивӗ Эйпеҫри__ ҫынсем кунта куҫса килнипе пуҫланнӑ. Ку 1864 ҫулта пулнӑ, пуҫараканӗ — Антипер.
__Энтепе__ юханшывӗ хӗрринче 98 арҫын тата 111 хӗрарӑм пурӑнма тытӑннӑ. Пурте __Кивӗ Эйпеҫрен__ куҫса килнӗ. 1884 ҫулта кунта 51 кил, 319 ҫын, 704 гектар ҫӗр, 388 гектар вӑрман пулнӑ.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче 15 хуҫалӑх Ҫӗпӗре куҫса кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Ҫӗнӗ Эйпеҫрен 117-ӗн тухса кайнӑ, вӗсенчен 67-шӗ таврӑнман.
Пирвайхи культура вучахӗ 1930-мӗш ҫулсенче уҫӑлнӑ. Вӑл — вулав ҫурчӗсем. Унта Павел Сергеевич Ксенофонтов тата Семен Андреевич Воробьев ӗҫленӗ. П.С.Ксенофонтов хӑй чӑваш пьесисем ҫырнӑ, ялта драма куржокӗ йӗркеленӗ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ хӑйӗн халӑхӗпе мухтанать. Кунтан паллӑ ҫын нумай тухнӑ. Вӗсен йышӗнче — ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Аркадий Пирожков, ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Владимир Евполов тата Владимир Воробьев, ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ Николай Мустаев, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ Олег Мустаев, Николай Журавлев майор-генерал…
Уявра ялта пурӑнакан кашни кил-йышран пухӑннӑ. Хӑнасем валли уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ. Концерт программи те пуян пулнӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ.
__http://odnoklassniki.ru/group/54698089054259/album/57022260576307|**Сӑнсем**__ (Пӗркласрисен тетелӗ, 229)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |