__Ҫӗрпӳ__ хулинче кӗҫех ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлӗ. Унӑн алӑкне Республика кунӗ умӗн уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе «Кӑнтӑр» микрорайонта вырнаҫнӑ 7-мӗш ача пахчинче ӗҫ хӗрӳ пырать.
Ҫурт тӑвӑм мӗнле пынипе нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов паллашнӑ. Ҫывӑхри лаптӑка хӑтлӑх кӗртнӗ: газон курӑкӗ акнӑ, тротуар плиткине хунӑ, ача-пӑча лапамӗ тунӑ.
Пӗчӗкскерсене ҫӗнӗ ҫуртра чылай лайӑххи кӗтет. Кунта музыка, ташӑ, спорт енӗпе хатӗрленмешкӗн пӳлӗмсем пулӗҫ, вӗсене ҫӗнӗ оборудованипе тивӗҫтерӗҫ.
Халӗ строительствӑна вӗҫлеме хатӗрленеҫҫӗ. Ача пахчин ятне чӑвашла парсан тем пекехчӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |