Раҫҫейре ҫулсерен иртекен «Укҫа-тенке тытса пырассипе чи лайӑх муниципалитет пӗрлешӗвӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Кӑҫалхинче __Муркаш районӗ|Муркаш__ тата __Пӑрачкав районӗ|Пӑрачкав__ районӗсем мала тухнӑ.
Кун пек ӑмӑртӑва ҫӗршывра ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ. Ӑна РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗ пулӑшнипе районсемпе хуласем хушшинче ирттереҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ шутне укҫа-тенкӗ тытса пырассин пахалӑхне ӳстерессине кӗртеҫҫӗ. Кам епле ӗҫленине пӗтӗмлетнӗ чух муниципалитетсен хыснинче хӑйсен пурлӑх тӳпин шайне, тӑкаксен тухӑҫлӑхне ӳстернине, муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳнине, парӑмпа майлашса пынине тӗпе хунӑ.
Кӑҫалхи конкурса 206 муниципалитет хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районсем хутшӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |