Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр вӑйлӑ пулнине ватӑсем калатчӗҫ-ха. Вӗсен сӑнавӗ тӗрӗсех ахӑртнех. Акӑ республикӑра шӑрӑх самай аптӑратрӗ. Кун хыҫҫӑн хӑш-пӗр тӑрӑхра аслатиллӗ ҫумӑр кӗрлеттерчӗ. Ҫумӑр ял ҫынннишӗн паха-ха. Анчах ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи аслатие, ҫиҫӗме пула вӑрманта пушар тухнӑ тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ.
Ҫак кун __Шупашкар__ вӑрман хуҫалӑхӗнче икӗ пушар тухнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшӗ те — ҫиҫӗме пула. Ҫавна май вӑрманти ҫӗр ҫийӗ ҫунма тытӑннӑ. Ӑна сӳнтермешкӗн 5 техника тата 21 ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 0,52 гектар шар курнӑ. Телее, ку пушарсем вӑрман хуҫалӑхне сӑтӑр кӳмен.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри вӑрмансенче 7 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 19,86 гектар сиенленнӗ. Иртнӗ ҫул вара республикӑри вӑрмансенче пушар тухман.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |