Ятарлӑ автомобильсем кӑларакан __Ҫӗмӗрлери__ савут нумаях пулмасть 85 ҫулхине паллӑ тунӑ. Паллӑ кунпа предприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Ҫӗмӗрлери ҫав предприяти хула хыснине укҫа-тенкӗ илсе килекен тӗп организаци шутланать. Ҫӗмӗрлен социаллӑ пурнӑҫӗнче те вӑл тӗп вырӑн йышӑнать.
Савутра хӳтӗлев тата граждан тӗллевӗллӗ, медицинӑра тата ытти отрасльте кирлӗ техникӑна юсамалли пайсем, тӗрлӗ тӗллевлӗ модульсемпе контейнерсем кӑлараҫҫӗ. Ун продукцине ытларах чух Раҫҫейӗн Хӳтӗлев, Шалти ӗҫсен тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствисем усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ савута юбилейпа саламланӑ май 2011 ҫулхинчен продукци кӑларасси 2 хут ӳстернине палӑртнӑ.
Кирек епле уяври пекех унта ӗҫлекенсене те тӗрлӗ шайри Хисеп гармотисемпе тата ытти наградӑпа чысланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |