Шупашкарта Мускав кӗперне юсама тытӑннине __/news/5859.html|эпир пӗлтернӗччӗ__. Ҫак эрне пуҫламӑшӗнчи пӗр каҫ, ҫӗртмен 9-мӗшӗпе 10-мӗшӗнчи ҫӗрле, пӗр вырӑнта вӑл ишӗлсе аннӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр ҫунипе кӗперӗн сулахай енчи тӗревӗсене тытса тӑракан хӑйӑр юхса аннӑ та асфальтпа бетон сийӗ йӑтӑнса аннӑ. Ишӗлнӗ вырӑн 5 метр тӑршшӗпе, 3 метр тӑршшӗ сарлакӑшпа танлашнӑ иккен.
Машинсем шар ан курччӑр тесе ун чух машинӑсене ҫӳреме чарнӑ, кӑштахран ҫынсене те ирӗк пама пӑрахнӑ. Ытларикун кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне шӑтӑка хӑйӑрпа хупланӑ, ҫиелтен бетон янӑ, анчах вӑйлӑ ҫумӑра пула кун пек туса лартни те тӳсеймен, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлӗнче тепре ишӗлсе аннӑ. Ишӗлнӗ лаптӑк 9 метр тӑршшӗпе, 3 метр сарлакӑшпа танлашнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑх хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗн тӗп инженерӗ Андрей Дьяков тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Каҫхи сакӑр сехет тӗлне юсав ӗҫӗсене вӗҫленӗ те транспорта кӗпер урлӑ каҫарма ирӗк панӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |